Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ кăçал çĕнĕлле иртрĕ

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ кăçал çĕнĕлле иртрĕ


Раççей кунĕнче канашсемпе хăнасем Асхва ялĕ çумĕнчи «Урожай» стадиона йышлăн пуçтарăнчĕç. Çĕр ĕçченне чыслакан уяв кăçал унта çĕнĕ форматпа _ «Акатуй-Сабантуй» ятпа иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалларĕç.
Уява килнĕ çынсене чи малтан ретро машинăсен куравĕ кĕтсе илчĕ. Вĕсене Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчен илсе килнĕ. Техникăна кăмăллакансене машинăсем иртнĕ тапхăра тавăрма пултарчĕç. Ретро техникăран инçех мар ал-ĕç ăстисен палаткисем вырнаçнă. Маçтăрсем курма килекенсене йывăçран, тăмран, пусмаран тата ытти хатĕртен ăсталанă япалисемпе тĕлĕнтерчĕç.
Уява килнĕ ентешсене сцена çинчен округ пуçлăхĕ Валерий Чернов саламларĕ. Аграри сферинче курăмлă ĕçлесе пыракан аллă ытла специалист тĕрлĕ шайри наградăна илме тивĕçрĕ. Пысăк хисепе тивĕçнисен йышĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсем те пулчĕç. Сцена çинче çавăн пекех хитре калчаллă тата çум курăкран таса уйсен хуçисене те чысларĕç. Çакна палăртма ятарлă комисси маларах кашни уях çитсе çаврăннă пулнă.
Унтан хăнасем ял территорийĕсем хатĕрленĕ «картишсене» кĕрсе тухрĕç, çамрăксен лапамне çитсе курчĕç, спорт ăмăртăвĕсемпе паллашрĕç. Лаша спортне вара уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Ипподромра мала тухассишĕн вунă лаша тупăшрĕ. Çĕнтерÿçĕ ята Валерий Краснов тивĕçрĕ, вăл «Зов Предков РМ» лашипе тиха выляса илчĕ.
Сцена çинче уяв кунĕнче мĕн каçчен илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Округăн пултарулăх ушкăнĕсем куракансене лайăх кăмăл парнелерĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *