Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ

Ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ

Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова уй-хирти çурхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсене пурнăçлама патшалăх пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çур акипе çыхăннă ĕçсем валли 1,5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе вара пулăшу шучĕпе патшалăх кăçал АПК валли уйăракан укçа виçи 5 миллиард тенкĕрен те иртмелле. Ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 276 пин гектар йышăнаççĕ – ку планпа пăхнинчен пысăкрах. Техника культурисен лаптăкĕ 31 пин гектарпа танлашать, çу культурисен – 28 пин. Çĕр улмине 4,7 пин гектар çинче лартса хăварнă.

Аграрисем тăпра пулăхне ӳстерес енĕпе çине тăрса ĕçлени курăнать. Ку енĕпе те патшалăх субсидипе пулăшать. Патшалăх пулăшнипе ял хуçалăх предприятийĕсем çавăн пекех кăçал техникăн 495 единицине туяннă. Çав шутра – 77 трактор, тĕш тырă пухса кĕртмелли 13 тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли 4 комбайн. Паян хуçалăхсем сенаж, утă хатĕрлеççĕ – мĕн пур округ хастар. «Çанталăк ку ĕçсене пурнăçлама май парать», – тенĕ аграри ведомствин ертӳçи.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *