Канаш енри ял хуçалăх ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлеме тухнă. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн кăçал вĕсен тăватă пин тонна ытла утă типĕтсе кĕртмелле тата вун виçĕ пин тонна сенаж хывмалла.
Сенаж шăтăкĕсене вĕтетнĕ курăка чи малтан Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем турттарма пуçланă. Выльăх апачĕ хатĕрлекен ятарлă комбайн штурвалне хуçалăх ертÿçи Валерий Михайлович тытса пырать. Ывăлĕсем те, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçре, пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.
Киров ячĕллĕ хуçалăхра утă типĕтсе кĕртеççĕ. 200 ытла гектар лаптăк çинчи типĕ курăка пресланă та ĕнтĕ.
Нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсем Канаш тăрăхĕнче кăçал тă-ватă пин ытла гектар йышăнаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсен çурри ытла лаптăкне çулса типĕтнĕ.