Çуллахи шăрăх кунсенче çынсене кÿлĕ-пĕве хĕрринче йышлăн асăрхама пулать. Çак йышра ачасем те сахал мар. Шăпăрлансем чылай чухне шыв хĕрринче аслисемсĕр канаççĕ. Кун пек чухне ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне мĕн кĕтме пултарасси çинчен округ администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин представителĕ Людмила Терентьева каласа парать:
– Çуллахи кану тапхăрĕнче, ачасен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе, тăтăшах рейдсене тухатпăр. Йĕрке хуралçисемпе пĕрле ял тăрăхĕсенчи шыв ообъекчĕсене çитсе килетпĕр. Пирĕн республикăра 2003-мĕш çулта йышăннă ятарлă саккунпа килĕшÿллĕн, 16 çула çитмен çамрăксен шыв хĕрринче аслисемсĕр пулма юрамасть. Çакăн пек тĕслĕхе тупса палăртсассăн, ачасемпе вырăнтах ăнлантару калаçăвĕсем ирттеретпĕр, вĕсен ашшĕ-амăшне вара административлă комиссин черетлĕ ларăвне пыма чĕнсе илетпĕр. Рейд вăхăтĕнче çакăн пек тĕслĕ-хе нумаях пумласть Асхва тăрăхĕнче тупса палăртрăмăр. Кăшнаруй, Уçырма тата Энтрияль тăрăхĕсенче çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ саккуна пăснă тĕслĕхсем пулмарĕç. Шывăн турачĕ çук, çавăнпа та ачасене те, аслисене те саккуна çирĕп пăхăнма чĕнсе калатăп.