Понедельник, 14 июля, 2025
Главная > Публикации > Республикăра «Сывлăх патне утăм» проект вăй илнĕ

Республикăра «Сывлăх патне утăм» проект вăй илнĕ

Унпа килĕшÿллĕн мĕн-пур ял-хулара сывлăх пункчĕ-сем ĕçлеççĕ. Унта кашниех тĕрĕслев витĕр тухса анализ пама, тухтăрпа канашлама пултарать.

Çак проект Чăваш Енре пурăнакансене медицинăри хальхи йышши меслетсене туллин туйса илме, вĕсемпе усă курма май парĕ.

Меллĕ пултăр тесе эрнесерен халăх патне тухса çÿремелли график та йĕркелеççĕ.

«Регионти пĕр ял та, хула та тимлĕх- сĕр юлмĕ. Проекта хастар хутшăнса сывлăхпа пурăнар!» _ палăртнă рес- публика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Канашра сывлăхăн мобиллĕ пункчĕ пĕрремĕш кунхине хулари канупа культура паркĕ умĕнчи лапамра ĕçленĕ. Çынсене тухтăрсем 11 сехетрен пуçласа 16 сехетчен йышăннă. Çак тапхăрта унта пынă 201 çын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарнă, çак йышра ачасем те пулнă. Тепĕр кунхине тухтăрсем «ЭССЕН» суту-илÿ çурчĕн территорийĕнче ĕçленĕ. Иккĕмĕш кунхине те сывлăх патне утăм тăвас кăмăллисен йышĕ пысăк пулнă. Вĕсем юн пусăмне виçтернĕ, юнри сахăрпа холестерин шайне тĕрĕслеттерме пултарнă, ЭКГ тухнă тата ытти те. Тухтăрсем анализсен кăтартăвĕсене кура пациентсене консультацисем панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *