Пятница, 18 июля, 2025
Главная > Публикации > Сасăлав вăхăтĕнче суйласа илнĕ

Сасăлав вăхăтĕнче суйласа илнĕ

Канаш хулинче черетлĕ сквера йĕркене кĕртме тытăннă. Вăл Ленин проспекчĕпе «Чăваш Ене – 30 çул» урам хĕрĕсленĕвĕнче вырнаçнă.

Çак общество вырăнне хăтлăх кÿрессине çынсем пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри онлайн сасăлавра суйласа илнĕ. Ăна «Хăтлă хула хутлăхĕ» федераллă проектпа килĕшÿллĕн йĕркене кĕртĕç.

Подрядчик скверта çуран çынсене уçăлса çÿреме тротуарсем сарĕ, саксемпе урнăсем вырнаçтарĕ. Юпасем çинче çутă хатĕрĕсемпе пĕрлех видео-сăнав камерисем те пулĕç. Палăртнă пĕтĕм ĕçе, планпа килĕшÿллĕн, кăçал çурла уйăхĕнче вĕçлемелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *