Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Суд тӑвӗҫ

Суд тӑвӗҫ


Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Тӗнче тетелӗнче вӑл хӑвӑрт укҫа тума май пурри ҫинчен пӗлтерӳ асӑрханӑ. Ниҫта та ӗҫлеменскер ҫавна курсан хавхаланса кайнӑ.
Вӑрттӑн вырӑнсенчен наркотик илсе тара илнӗ хваттерте пӗчӗкшер партипе тултарнӑ. Унтан хутаҫсене тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе хурса ҫӳреме пуҫланӑ. Ӗҫе пурнӑҫланине ӗнентерме куратора сӑн ӳкерчӗк ярса панӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна Шупашкарти Дементьев урамӗнче тытса чарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра хӗрарӑма суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *