Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Тава тивĕçлĕ ят панă

Тава тивĕçлĕ ят панă

Шăхасанти тĕп больницăра акушер-гинеколог пулса ĕçлекен Галина Харитоновăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă.

Галина Васильевна чылай çул хушши хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслет, чир-чĕре вăхăтра тупса палăртас тата сиплев курсне пахалăхлă туса ирттерес енĕпе пысăк тÿпе хывать. Тухтăр çав вăхăтрах тĕпчев ĕçĕсем те ирттерет, студентсене медицинăн аслă пĕлĕвне паракан профессорсемпе пĕрле наука статйисем çырать. Медицина ĕçченĕсем ĕçтешĕн пысăк ăсталăхне палăртаççĕ, сумлă награда илнĕ ятпа ăна пĕтĕм чун-чĕререн саламлаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *