Канашри прокуратура ĕçченĕсем, вырăнта пурăнакан хĕрама, йăнăшпа ют счет çине куçарнă укçине каялла тавăрса пама пулăшнă.
Ĕç-пуç çапларах пулса иртнĕ. Хĕрарăм строительство хатĕрĕсем туяннă, телефон урлă укçа куçарса панă чухне пĕр цифрине тĕрĕс мар палăртнă. Çавна май укçа-тенкĕ урăх счет çине кайнă. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăма банк ĕçченĕсем те, полици сотрудникĕсем те пулăшма пултарайман. Мĕншĕн тесен укçана хĕрарăм ют счет çине хăйĕн ирĕкĕпе куçарса пани курăннă.
Прокуратура ĕçченĕсем лару-тăрăва тĕпченĕ хыççăн суда иск тăратнă. Ответчик суд ларăвĕ пуличчен кĕтмен, ăнсăртран хă-йĕн счечĕ çине куçнă укçана хĕрарăма йăлтах каялла тавăрса панă.