Медицина ĕçченĕсен кунĕ тĕлне республикăра «Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн чи лайăх учрежденийĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ.
«Цифрăри чи лайăх ФАП» номинацире Çĕнĕ Мами ялĕнчи сиплев çурчĕ мала тухнă. Çĕнтерÿçĕ Дипломне, професси уявĕ умĕн, унта тăрăшакан фельдшер Олеся Владимировна тухса илнĕ. Сип-лев ĕçĕнче, цифра технологийĕсемпе анлă усă куракан ентеше, çак курăмлă çитĕнÿпе саламлатпăр.