Çуллахи тапхăрта, ачасен канăвне усăллă ирттерес тĕллевпе, шкулсен çумĕнче лагерьсем йĕркеленĕ. Унта çÿрекенсем, вăхăта хаваслă ирттернипе пĕрлех, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем те туса ирттереççĕ. Тĕплĕнрех округ депутачĕ Сергей Иванов каласа парать:
– Катек ялĕн старостипе Александр Дмитриевпа пĕрле эпир экологи акцийĕсене çулсеренех йĕркелесе ирттеретпĕр. Çак пархатарлă ĕçе вара шкул ачисене те хастар явăçтарма тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть Пайкилт тата Катек шкулĕсен çумĕнчи лагерьсене çÿрекен хастарсене «Раççей шывĕ» акцие хутшăнма чĕнтĕмĕр. Ачасем хаваспах килĕшрĕç, хăйсен вожатăйĕсемпе пĕрле, Катек ялĕ çумĕпе юхса иртекен Хĕрлĕ юхан шывăн çыранĕсене çÿп-çапран тасатрĕç. Тăван çут çанталăк тасалăхĕшĕн чун-чĕрепе çунакан çамрăксем шыв хĕррипе 10 километр утрĕç, шывра тата унăн таврашĕнче выртакан пластик тата кантăк савăтсене пуçтарса михĕсене чикрĕç. Çÿп-çап тата ытти ăпăр-тапăр куçа тăрăнман чухне тăван тавралăх тата та илемлĕрех. Çавăнпа та унăн тасалăхĕшĕн пурте çине тăрса тăрăшар.