Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Çак хаяр вăрçă кашни киле тенĕ пекех хуйхă-суйхă илсе килнĕ, мĕн чухлĕ ачана тăлăха хăварнă, салтаксен пурнăçне татнă тата çынсен шăписене хуçса хăварнă.
Мирлĕ пурнăç пуçлансассăн, çынсем, Çĕнтерĕве хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çывхартнă салтаксен ятне ĕмĕр асра тытас тĕллевпе, палăксемпе обелисксем тата мемориал комплексĕсем тума тытăннă. Канаш тăрăхĕнче вăрçă паттăрĕсене асăнса 121 палăк лартнă, 47 асăну хăми уçнă, 10 çар техники вырнаçтарнă. Тата çавăн пекех Канаш енĕн масарĕсем çинче тăванла 13 вил тăпри пур.
Çак çулсем хушшинче астăвăм вырăнĕсенчен чылайăшĕ кивелнĕ, анчах та вĕсене юхăнма паман. Палăксене çулсеренех Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне юсаса йĕркене кĕртеççĕ. Астăвăм вырăнĕсен сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетес тĕллевлисем вара пĕр шухăшлă пулса пуçару проекчĕсем хатĕр- леççĕ. Туслă йышпа укçа пухса патшалăхăн тĕллевлĕ програмине хутшăнаççĕ, вăрçă паттăрĕсене манманнине, вĕсене хаяр тăшмана тĕп тунăшăн ĕмĕр асра тытассине пархатарлă ĕçпе çирĕплетсе параççĕ.
Çакăн пек хастарсем кăçал Вăтапуç салинче те палăрнă. Салари астăвăм вырăнне юсаса йĕркене кĕртме вĕсем икĕ миллион тенкĕлĕх проект тутарттарнă. Çынсем хăйсен енчен икçĕр пин тенкĕ ытла укçа пуçтарса панă. Ытти тăкаксене республикăпа округ бюджечĕсем хăйсен çине илĕç. Хальхи вăхăт тĕлне подрядчика палăртас тĕллевпе аукцион ирттернĕ. Вăл çак кунсенче юсав ĕçĕсене пуçăнассине палăртать.
Астăвăм вырăнĕ çинчен кĕскен палăрт- са хăварни те вырăнлă пулĕ. Вăтапуç салинчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă мемориал комплексне 1990 çулта хута янă пулнă. Ун çине «1941-1945 çулсенчи Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă воин-етешсене» тесе çырнă. Комплекс йышне салтакăн статуйи кĕрет. Унăн çÿллĕшĕ – виçĕ метр çурă. Çавăн пекех икĕ метр çÿллĕш постамент вырнаçтарнă, ун çине вăрçăран таврăнайман салтаксен хушамачĕсене çырнă. Салтак çурăмĕ хыçĕнче СССРăн пысăк ялавĕ. Унăн çÿллĕшĕ – 7 метр. Астăвăм комплексне тимĕр карта тытса çавăрнă. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 27,4 тăваткал метр йышăнать. Кĕçех çак асăннă пур элемент та çĕнелсе капăрланĕ.
Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей çулталăкĕн- че Малтикас ялĕнче вара çĕнĕ палăк хăпартма йышăннă. Ăна та ниме бюджечĕн вăйĕпех туса лартĕç. Тĕплĕнрех Çеçпĕл ял территори пайĕн ертÿçи Алексей Ананьев каласа парать:
– Малтикас ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 125 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 64-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Ку тарана çитсе те асăннă ялта вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăк пулман. Малтикасра çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан граждан авиацийĕн тава тивĕçлĕ летчикĕ Владимир Ильин пуçарнипе, çак çитменлĕхе пĕтерме тĕллев тунă. Ял пухăвĕнче палăка ниме бюджечĕн вăйĕпе тума йышăннă, Владимир Ильич хăйĕн енчен 100 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Ял халăхĕ те айккинче юлман. Кирлĕ суммăна вĕсем пуçтарса кассăна хывнă. Палăкăн проектра палăртнă сумми 550 пин тенкĕпе танлашнă. Паянхи куна аукцион ирттернĕ, подрядчик паллă. Вăл çак пархатарлă тата сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме тытăннă та ĕнтĕ.
Ниме бюджечĕ, халăх пуçарăвне кура, тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме пултарать. Çакна çĕнĕрен çĕкленекен тата тĕплĕ юсав хыççăн капăр сăн кĕртнĕ объектсем тÿ-рремĕнех çирĕплетсе параççĕ. Эппин, патшалăх программи вăйра чухне, унпа туллин усă курса, хамăр пурăнакан вырăнта пĕлтерĕшлĕ тата пархатарлă ĕçсене ытларах туса юлма тăрăшар.
Артемий МЯСНИКОВ