Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Вертолёт чӗнсе илнӗ

Вертолёт чӗнсе илнӗ

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 54 ҫулти арҫынна пӗр кунхине япах пулса кайнӑ. Унӑн сылтам аллипе ури итлесшӗн пулман, чӗлхи ҫыхланма тытӑннӑ, пуҫӗ кӑштах ыратнӑ.

Кил хушшинче ӗҫлекенскер мӗнпур вӑйне пухса килне кӗнӗ те тӑванне васкавлӑ пулӑшу чӗнме ыйтнӑ. Арҫыннӑн ун пекки темиҫе ҫул каялла пулнӑ иккен.

Вӑрнартан килсе ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе ҫитернӗ, унти тухтӑр Шупашкара ӑсатма йышӑннӑ. Ҫавӑн валли вертолёт чӗнсе илнӗ. Инсульт пулнӑ арҫынна Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗсем пулӑшнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *