Çĕрпÿ хулинче, «Ылтăн Çăлтăр» медале, гварди сержантăн Евгений Александровăн ашшĕпе амăшне панă. Раççей Паттăрĕ ята пирĕн ентеш вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ.
Паттăрăн ашшĕпе амăшне _ Сергей Николаевичпа Алина Николаевнăна _ «Ылтăн Çăлтăр» медале тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хисеп грамотине генерал-майор Сергей Чубарыкин тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев панă.
Çак мероприятие Чăваш Республикин çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Сергей Сергеев хутшăннă.
«Паян эпир Тăван çĕршыва хÿтĕ-ленĕ паттăрăн, Евгенийăн, ятне сума сăвас тĕллевпе пуçтарăнтăмăр. «Ылтăн Çăлтăра» унăн ашшĕпе амăшне панă май вĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Сергей Николаевич тата Алина Николаевна, шăпах эсир ывăлăра тĕрĕс воспитани парса çемьере чăн-чăн арçын çитĕнтерме пултарнă. Вăл салтаксен кăмăл-туйăмне çĕклесе хăйĕн хыççăн кайма хавхалантарнă. Евгений Тăван çĕршыва юратнă, унăн çутă малашлăхĕшĕн хăйĕн пурнăçне шеллемен. Унăн ячĕ тата çапăçу хирĕнче кăтартнă паттăрлăхĕ яланах пирĕн чересенче упранĕ. Çитес вăхăтра шкула тата урама унăн ятне парăпăр. Вăхăтсăр сÿннĕ çак çăлтăр пирĕн чĕресенче яланах ялкăшса тăрĕ», _ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Евгений Сергеевич Александров Çĕрпÿ хулинче çуралнă. Мĕн ачаранах спортпа туслă ÿснĕ, поэзипе тата çар ĕçĕпе кăсăкланнă. 2018 çулта вăл салтака кайнă, служба сывлăш десант çарĕнче иртнĕ. Çамрăк салтак хăйĕн шăпине 217-мĕш гвардин парашютлă десант полкĕпе çыхăнтарнă. Рядовойран отделени командирĕ таран çитнĕ. Салтаксем валли çирĕп командир тата шанчăклă тус-юлташ пулса тăнă.
Ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнта Александров сержант оборонăпа штурм ĕçĕсене ăста йĕркелесе пынă. Çакă çар задачисене сахал çухатусемпе пурнăçлама май панă. Çакăншăн ăна чылай çар награди парса чысланă: Паттăрлăх орденĕ, Суворов медалĕ тата ыттисем.
2023 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Берховскри шыв управĕ таврашĕн- че тăшманăн опорлă пункчĕсене тытса илнĕ чухне, Александров гварди сержант командир аманнă хыççăн командованине хăйĕн çине илнĕ. Çавăрса илнĕ штурм ушкăнне çапăçăва илсе кĕнĕ, хăй вилмеллех аманнă. Унăн паттăрлăхĕ салтаксене çар задачине ăнăçлă пурнăçлама май панă.
Генерал-майор Сергей Чубарыкин: «Александров Евгений Сергеевич гварди сержантăн батальонĕ 217-мĕш гвардин парашютлă десант полкĕн чи йывăр задачисене пурнăçласа пынă. Унăн юлашки çар задачи пысăк çапăçу операцине ăнăçлă вĕçлеме май панă. Штурм ушкăнĕн командованине хăйĕн çине илнĕ май операцин тухăçлăхĕ хăйĕнчен кăна килнине вăл лайăх ăнланнă. Салтаксене хăйĕн хыççăн илсе кайса, хăйĕн пурнăçĕн хакĕпе ума лартнă тĕллеве туллин пурнăçланă».
«Пирĕн ывăл Тăван çĕршыва хÿтĕ-лес çул-йĕре хăй суйласа илчĕ. Çакна тума вăл яланах ĕмĕтленнĕ. Унăн ĕмĕчĕ хăйĕн пурнăçĕн хакĕпе пурнăçланчĕ. Унăн ятне асра тытнăшăн пурне те пысăк тав. Ывăлăн паттăрлăхĕ пире малашлăхра ырă ĕçсем тума хавхалантарса тăтăр», _ палăрт- нă Раççей Паттăрĕн ашшĕ Сергей Александров.
Раççей Федерацийĕн Геройĕн Евгений Сергеевич Александровăн ячĕ Мухтавлă Раççей историне ĕмĕрлĕ-хех çырăнса юлнă. Унăн ятне эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра упрăпăр.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн
Администрацийĕн пресс-служби