Канаш тăрăхĕнче пурăнакан Николаевсен çемйинче йĕкĕреш ывăлсем çуралнă. Вĕсене Алексей тата Михаил ят панă.
Русланпа Наталия пуçласа аттепе анне пулса тăнă. Çак савăнăçлă самантпа телейлĕ мăшăра вырăнти ЗАГС пайĕн ĕçченĕ- сем саламланă. Çемье ăшшине яланах упрама, ачисене çирĕп сывлăхлă çитĕнтерме ăнăçу суннă.