Пирӗн республикӑра Сербире пурӑнакан Раде Костичпа Катарина Нинков пулнӑ. Вӗсем – ҫул-ҫӳревсем пирки каласа кӑтартакан кӑларӑм ертӳҫисем, кунта Чӑваш Ен пирки кӑларӑм хатӗрлеме килнӗ.
Раде тата Катарина Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑннӑ, Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Ку кӑна мар-ха, «Ясна» этнокомплексра сӑра вӗретме те вӗреннӗ.
Вӗсем – пулас артистсем, ҫавна май аяк-ран килнӗ хӑнасем вырӑнти театрсемпе те кӑсӑкланнӑ. Вӗсене чӑвашла постановкӑсем пурри, пирӗн чӗлхен илемӗ савӑнтарнӑ.