Тăрăн ялĕнче пурăнакан Иван Васильевичпа Нина Михайловна Васильевсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 60 çул çитнине уявларăмăр.
60 çулхи туй – бриллиантлă туй теççĕ халăхра. 60 çул рекорд мар, анчах та сайра тĕл пулакан пурнăçри пулăм. Çавăнпа та ĕнтĕ бриллиантпа танлаштараççĕ. Алмазăн пысăк пĕлтерĕшлĕ виçийĕ – тасалăх, янкăр витĕр курăнни. Çакăн пек паха енсемпе палăрса тăрать те ĕнтĕ Васильевсен çемйи.
Вĕсем 1965 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче пĕрлешнĕ, çемье çавăрнă. Çав тапхăртан пуçласа 60 çул хушши пурнăç тăршшĕпе алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, шанса пурăнаççĕ. Хăйсен çепĕçлĕхĕпе, тимлĕхĕпе ачисене, мăнукĕсене ăшăтаççĕ, пысăк савăнăç вĕсен çемйисене кÿреççĕ. Нумайăшĕ кун пек аттепе аннене ĕмĕтленме кăна пултарать…
Иван Васильевичпа Нина Михайловнăн пурнăç çулĕсем çăмăл пулман. Вĕсем вăрçă ачисем. Ашшĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсем…
Нумай йывăрлăхсене тÿсме тивнĕ Иван Васильевичпа Нина Михайловнан хăйсен ĕмĕрĕнче. Анчах та пĕрле, пĕр шухăшлă, чăтăмлă пулса, пĕр-пĕрне тĕрек парса пыни пĕтĕм чăрмавсене сирсе, çĕнтерсе пыма май панă.
Халĕ кĕскен пирĕн юбилярсен биографийĕсемпе паллашар.
Васильев И.В. 1941 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Шăхасан районĕнчи Анат Юнтапа ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Василий Петрович та, амăшĕ Евдокия Семеновна та çак ялтанах пулнă.
Василий çуралсан тепĕр эрнеренех ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Çемье ăна кĕтсе илеймен, 1942 çулхи февраль уйăхĕнче сержант Василий Петров хыпарсăр çухалнă.
Евдокия Семеновнăна тăватă ачине упăшкисĕр ÿстерме, паллах, питĕ йывăр пулнă. Иван Васильевич йывăр тапхăрсене аса илсе çапла калать: «Ачалăх хĕн-хурта иртнĕ пирĕн. Тăхăнма çи-пуç пулман, тăраниччен апат çисе курман та пулĕ, пĕрмаях хырăм выçăччĕ, çиес килетчĕ. Урара – çăпата, хамăр çинче килте тĕртсе тунă пиртен çĕленĕ кĕпе-йĕм. Анчах та, темле йывăр самана пулнă пулсан та эпир йĕркеллĕ çын пулас тесе тăрăшнă…».
Иван Васильевич мăшăрĕ Нина Михайловна та вăрçă ачи. Вăл 1942 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче çак ялтах çуралнă. Унăн та ашшĕ, Семенов Михаил Семенович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. 1941 çулхи кĕркунне фронта тухса кайнă. Тепĕр çур çултан вара Нина çут тĕнчене килнĕ. Тăшмансемпе хастар çапăçнăшăн Михаил Семенов нумай наградăна илме тивĕçнĕ. Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илнĕ.
Мĕнле кун-çул килсе тухнă-ха пирĕн юбилярсен?
Çулсем иртсе пынă… Шкула кайма вăхăт çитнĕ. Нина та, Иван та Тăрăнти пуçламăш шкулта пĕр клас-ра вĕренме тытăннă. Питĕ тăрăшса, тăваттăпа пиллĕк паллăсемпе çеç вĕреннĕ иккен вĕсем иккĕшĕ те. Спортпа питĕ туслă пулнă. Ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăннă.
Ялти тăватă класа вĕренсе пĕтернĕ хыççăн чарăнса тăман, малалла пĕлу пухма иккĕшĕ те Çĕнĕ Мами ялĕнчи çичĕ класлă шкула çÿреме пуçланă. Кĕркунне-и, çуркунне-и е хĕлле-и, çумăрлă кун-и, юр вĕçтерет-и, выçăллă-тутăллă ачасем пиртен çĕленĕ сумкисене çакса янă та утнă виçĕ çухрăмра ларакан пĕлÿ çуртне… Кунти шкулта та маттурсем пулнă вĕсем. Вĕренме кăна мар, тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсене яланах хутшăннă, унта ла-йăх кăтартусемпе палăрнă. Нина Михайловна аса илет: «Чупассипе, сикессипе, йĕлтĕрпе ăмăртассипе Иван питĕ маттурччĕ, манăн та Иванран юлас килмесчĕ. Пĕррехинче чупассипе ăмăрту йĕркеленĕччĕ шкулта. Ун чух спорт костюмĕсем пулман пирĕн, эпĕ çиелти тум-тире хывса пăрахрăм та, кĕпепех Иванран юлас мар тесе питĕ тăрăшса чупрăм. Ун чух Иван 1-мĕш вырăна тухрĕ, Петр Иванов – 2-мĕш вырăна, а мана – 3-мĕш вырăн пачĕç…».
1956 çулта, 7 класс пĕтерсен, пулас мăшăрсем колхозра вăй хурса ĕçлеме тытăннă. Унти тĕрлĕ ĕçсене туса пынă.
1960 çулта икĕ çамрăкăн пурнăç çулĕсем вăхăтлăха уйрăлнă. Мĕншĕн тесен 1960 çулта Иван Васильева Хĕрлĕ Çара кайма повестка килсе панă. Çапла вара Иван Германи çĕрĕ çинчи çар чаçне лекнĕ, танкист пулса тăнă. Кĕçех ăна танк экипажĕн командирĕ пулма шаннă. Çар службинче те Васильев Иван салтак лайăх енпе кăна палăрса тăнă. Çавăнпа та ĕнте 1962 çулта çар командовани ăна «Отличник СА» паллăпа наградăланă тата Тăван çĕршыва отпуска янă.
1963 çулта Иван Васильев аслă сержант демобилизациленнĕ. Тăван яла таврăннă. 1965 çулта тракториста вĕренсе тухнă. Çав çулах хăйĕн юратнă тусĕпе, Нина Михайловнăпа, пĕрлешнĕ çемье йĕркеленĕ.
Кĕçех çамрăк механизатор шофер профессине алла илнĕ. Колхоз ĕçĕсенче яланах пысăк çитĕнÿсем туса малти ретрисен шутĕнче тăнă. Унăн ĕçĕсене кура 1972 çулта Иван Васильевича колхозăн машинăпа тракторсен паркĕн ертÿçи пулма шаннă. Çапла вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл колхозра вăй хунă.
Иван Васильевич Васильев – ĕç геройĕ. Ял-хуçалăхĕнчи паттăрла ĕçсемшĕн правительствăн пысăк наградисене илме тивĕç пулнă. Вăл – Хисеп палли орден кавалерĕ (1972 ç.). Ĕçре хастар, яланах малти ретсенче пулнишĕн ăна кăкăр çине çакмалли «Победитель соцсоревнования» паллăсемпе виçĕ хутчен чысланă (1975, 1980, 1985 çç.).
1988 çулхи май уйăхĕнче Иван Васильевича «Заслуженный механизатор сельского хозяйства РСФСР» хисеплĕ ята панă. Нумай çул хушши тăрăшса ĕçленишĕн Иван Васильев «Ветеран труда» медале тивĕçнĕ.
Нина Михайловна та, мăшăрĕ пекех, ĕçре яланах маттур, хастар пулнă. Тĕрлĕ ĕçсенче вăй хума тивнĕ Нина Михайловнăна хăй ĕмĕрĕнче: «Чувашстрой» трестĕнче, шкулта, Канашри ветеринари лабораторийĕнче, аш-какай комбинатĕнче (20 çул ытла!)… Нина Васильева хăйне шанса панă ĕçсене яланах пысăк яваплăхпа туса пынă. Çакна тĕрлĕ организацисенче панă хисеп хучĕсем çиреплетсе параççĕ. Вăл та нумай çул тăрăшса ĕçленишĕн тата пысăк çитĕнÿсем туса пынишĕн «Ветеран труда» медале (1996 ç.) тивĕçнĕ. Нина Михайловна Васильева – пилĕк ача (виçĕ хĕр тата икĕ ывăл) амăшĕ. Ăна 1979 çулхи март уйăхĕнче 2-мĕш степеньлĕ «Медаль материнства» наградăпа чысланă.
Нина Михайловнăпа Иван Васильевич Васильевсене ачисем кăна мар, 5 мăнукĕ савăнăç кÿреççĕ.
Нина Михайловна тата Иван Васильевич! Сире 60 çулхи юбилейпа ăшшăн саламлатпăр. Тӗнчери мӗнпур ыррине, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей, ӑнӑҫу сунатпӑр. Яланах хаваслӑ та ырӑ, чунупа ҫамрӑк пулăр, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, тӑван кил ӑшшине упраса нумай ҫул пурӑнăр. Ачусен тата мӑнукусен пархатарне яланах курмалла пултӑр.
Ирина СЕРГЕЕВА,
ЗАГС пайĕн пуçлăхĕн ҫумĕ