Понедельник, 14 июля, 2025
Главная > Публикации > Награда парса чысланӑ

Награда парса чысланӑ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енре пурӑнакан Надежда Цветковӑна награда пама йышӑннӑ. Ҫак кунсенче ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чысланӑ.

Надежда – виҫӗ ача амӑшӗ. Вӑл путакан ҫамрӑксене ҫӑлнӑ. Ку пӗлтӗр ҫӗртмен 11-мӗшӗнче пулнӑ. Надежда пляжра уҫӑлса ҫӳренӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл хӗр путнине асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах ӑна ҫӑлма васканӑ. Пике шокра пулнӑ пулин те унпа пӗрле каччӑ пулнине каланӑ. Надежда шыва чӑмса ӑна та туртса кӑларнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *