Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Пултаруллă çамрăксене премисем панă

Пултаруллă çамрăксене премисем панă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри пултаруллă 27 çамрăка патшалăх премийĕ- сем парасси çинчен Хушу кăларнă. Çак пысăк хисепе тивĕçнĕ хастарсен йышĕнче Раççей ял çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн Канаш тăрăхĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Сергей Иванов та пур. Халĕ Сергей Сергеевича сăмах паратпăр:

– Кăçал, çамрăксем, Чăваш Республикин чи сумлă премине çĕнсе илес тĕллевпе 35 проект тăратнă пулнă. Унта, вĕсем, 2024 çулта хăйсем пурнăçа кĕртнĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă. Эпĕ, çак премие, çамрăксен общество юхăмне аталантарс тĕлĕшпе курăмлă тÿпе хывнипе илме пултартăм. Ял çамрăкĕсен вырăнти пĕрлешĕвне вара виççĕмĕш çул ертсе пыратăп. Унсăр пуçне, депутат пулнă май, округăн общество пурнăçĕнче те пысăк хастарлăхпа палăрма тăрăшатăп. Премие пире Раççей çамрăкĕсен кунĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре йĕркеленĕ уявра пачĕç. Çак çитĕнÿ тăван республикăпа округшăн тата та пысăк хастарлăхпа ĕçлеме чун-чĕрере вăй-хăват хушать. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *