Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Çĕнĕ лавкка уçăлнă

Çĕнĕ лавкка уçăлнă

Канашри РАЙПО хăйĕн тытăмĕнче тăракан суту-илÿ çурчĕсене ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çĕнетсе пырать. Кивелнисене тĕпрен юсаса çĕнетет, юхăннисене çĕннисемпе улăштарать.

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Чалкасси ял территорине кĕрекен Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче савăнăçлă пулăм пулса иртнĕ. Унта РАЙПОн çĕнĕ лавкки уçăлнă. Çынсене ялта çĕнĕ лавкка хута кайнă ятпа округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Захаров саламланă. 

Суту-илÿ çурчĕ вырăнта пурăнакансене япаласен пуян ассортименчĕпе тивĕçтерет. Çÿлексем çинче апат-çимĕç, хуçăлăхра кирлĕ тĕрлĕрен хатĕр чылай. Ытти тавара çав вăхăтрах лавккана çынсен кăмăлне кура та турттарса килме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *