Понедельник, 14 июля, 2025
Главная > Публикации > Çĕр çулхи юбилейне паллă тунă

Çĕр çулхи юбилейне паллă тунă


Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакан Лидия Николаева 100 çул тултарнă. Сумлă юбилей мĕнле иртни çинчен Пайкилт тăрăхĕн-чи ветерансен канашĕн ертÿçи Валентина Григорьева каласа парать:
— Лидия Ефимовна ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра вăй хунă. Ăна «Ĕç ветеранĕ» тата «Цивиль» колхозăн тава тивĕçлĕ колхозницы» сумлă ятсем парса чысланă. Мăшăрĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Алексей Николаевичпа иккĕшĕ вĕсем, ултă ача çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра çывăх çынни унпа юнашар çук, хисеплĕ ватă ачисен хÿттинче пурăнать. Юбиляра çуралнă кунпа Пайкилт ял территори пайĕн ертÿçи Вероника Воронова тата вырăнти «Улах» ансамбль саламларĕç. Çак ăшă сăмахсем çумне ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕ те хутшăнчĕ. Лидия Ефимовнана çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *