Çак кунсенче Шупашкарта «Нумай ачаллă Чăваш Ен» республика форумĕ пулнă. Вăл чи пысăк та телейлĕ çемьесене пĕр çĕре пуçтарнă, йăла-йĕркесен, çитĕнÿсемпе хавхаланусен уявĕ пулса тăнă.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев форума хутшăнакансене саламласа тав сăмахĕ каланă, наци культурине йĕркелес тата пулас ăрусене воспитани парас ĕçре йăлана кĕнĕ çемье пысăк пĕлтерĕш- лĕ пулнине каласа хăварнă.
Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Паян республикăра вĕсем 19 пине яхăн – 2012 çулхинчен икĕ хут нумайрах. Кашни тăваттăмĕш ача нумай ачаллă çемьере çитĕнет.
Ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕн- терме Чăваш Ен Правительстви кирлĕ пек условисем йĕркелет. Ачаллă çемьесем валли регионта социаллă пулăшу мерисен комплексĕ кулленех анлăланса пырать. 2020 çултанпа 24 çĕнĕ мера кĕртнĕ. Нумай ачаллисем социаллă контракт урлă та пулăшу илме пултараççĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче федераци шайĕн- че шăпах нумай ачаллă çемьесене тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене социаллă контракт илме приоритетлăх çирĕплетнĕ.
Форумра чи пултаруллă çемьесене патшалăх наградисемпе тата ятарлă паллăсемпе чысланă. «Пирĕн республикăшăн ку уяв – уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Чă-ваш çĕрĕ мĕн авалтан йышлă та туслă çемьесемпе тата йăх-ăрă-вăн пуян йăли-йĕркипе палăрса тăрать. Чăвашсен ваттисен сăмахĕнче калашле: «Икĕ çын – пĕр мăшăр, çичĕ çын – пĕр çемье». Пирĕн вăй – тăван йăла-йĕркере», – тенĕ Пуçлăх.

