Суббота, 14 марта, 2026
Главная > Публикации > Пултарулăхĕпе савăнтарнă

Пултарулăхĕпе савăнтарнă


Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче «Уяв _ 2025» ятпа пĕтĕм чăвашсен уявĕ иртнĕ. Ăна чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă.
Çеçпĕл культура çурчĕ çумĕнчи «Кăвар чĕре» фольклор ансамблĕ çак мероприятие хутшăнса чăваш халăх юрри-кĕввипе пурне те тыткăнланă. Артистсем республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, илемлĕ те анлă уявран питĕ хавхаланса таврăннă.
Фестивальте «Раççей чăваш пики _ 2025» конкурс та иртнĕ. Унта Канаш муниципаллă округĕн чысне Карăклă хĕрĕ Екатерина Герасимова хÿтĕленĕ. Вăл хăйĕн пултарулăхне кăтартса конкурсра Диплома тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *