Нумаях пулмасть Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Время СВОих» программăна хутшăнакансемпе вĕсен наставникĕсен _ влаç органĕсенче ĕçлекенсен, регион тата муниципалитет шайĕнчи депутатсен, вузсемпе обществăлла организацисен ертÿçисен тĕлпулăвне йĕркеленĕ. Унта вăл çамрăк патриотсене пулăшасси, паха опытпа паллаштарасси питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Чăваш Енре СВОри ентешсене, вĕсен çемйисене тата ветерансене куллен пулăшу кÿ- реççĕ. Ятарлă программăсем урлă СВОра пулнă 400-е яхăн çын ĕç вырăнĕсем тупнă, иккĕшĕ агробизнес уçма 5-шер миллион тенкĕлĕх грантсене тивĕçнĕ. Малашне тата «СВОи в бизнесе» программа ĕçлеме пуçлĕ. Вăл СВОран таврăнакансене харпăр хăй ĕçне уçма пулăшĕ.
Мероприятире «Время СВОих» программăна хутшăнакансен наставникĕсене палăртнă. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннă ентешсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене уçăмлатнă, çав шутра патшалăх наградисене парас йĕркепе, çапăçура суранланнăшăн тивекен çăмăллăхсемпе интересленнĕ.

