Промышленноç продукцине ĕçе кĕртес тата анлăн сарас енĕпе Чăваш Ен Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăн çинчен пĕлтернĕ Екатеринбург хулинче иртнĕ «ИННОПРОМ» куравра.
Унсăр пуçне регион экономика аталанăвĕн шайĕ-пе _ 5-мĕш, промышленноç комплексĕпе ĕçлес енĕпе — 12-мĕш, промышленноç предприятийĕсенче патшалăх пулăшăвĕн мерисене ĕçе кĕртес енĕпе — 15-мĕш вырăнта.
Республика вырăнти предприятисем туса кăларакан продукцие Раççейри тата ют çĕршывсенчи рыноксене ăсатать, регионсем хушшинчи коопераци çыхăнăвĕсене çирĕплетет. Çакна тума «Халăхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕ те пулăшать. Çавăн пекех вырăнти компанисен продукцине анлăн сарма «Чувашия БлагоДарит» сайта хута янă. Хальхи вăхăтра унта 30 ытла продукцие кĕртнĕ.

