Юлашки вăхăтра Украинăн пилотсăр вĕçев аппарачĕсем пирĕн республикăра та вĕçме пуçланине кура мобильлĕ интернетпа усă курассинче чăрмавсем пулчĕç.
Интернет хăвăртлăхне чакарни онлайн мелпе тÿлессине, тĕрлĕ сервиссемпе усă курассине йывăрлатать. Çавăнпа та ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çын нумай çÿрекен вырăнсенчи тÿлевсĕр Wi-Fi точкисене нумайлатма хушнă. Вĕсем ăçта вырнаçнине ятарлă карта урлă пăхма пулать. Çапла майпа Wi-Fi урлă интернетпа усă курма кашниех пултарĕ.

