Кашни çыншăн çемье пурнăçра чи хакли. Шанчăклă мăшăр, çирĕп çемье, телейлĕ ачасем çинчен кашниех ĕмĕтленет. Июлĕн 8-мĕшĕнче Канаш округĕнчи чи пултаруллă та хастар çемьесем хула паркĕ умне уява пуçтарăнчĕç. Ăна Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă.
Чи малтанах мероприятие ертсе пыракансем пуçтарăннисене çак уявăн историйĕпе, символĕ- пе паллаштарчĕç. Канаш округĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов пурне те ăшшăн саламласа малашне те çемье ăшшипе киленсе, телейлĕн пурăнма сунчĕ. Вăл нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене Ираида Александровнăпа Владислав Иванович Ястребовсене, Татьяна Ивановнăпа Геннадий Иванович Косолаповсене, Ольга Сергеевнăпа Юрий Иванович Васильевсене, Светлана Климентьевнăпа Олег Николаевич Ананьевсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсем тата грамотăсем парса чысларĕ. Шаккăл территори уйрăмĕнче пурăнакан Минадора Никитичнăпа Илья Никонорович Ефимовсем пĕрле 70 çул пурăнаççĕ, 3 ачана воспитани панă. Мăшăр уява килейменнине кура медальпе грамотăна вĕсене каярах киле пырса парĕç.
Канаш муниципаллă округĕнче талантлă тата хастар çемьесем нумай. Вĕсене те мероприятире сцена çине чĕнсе ăшшăн саламларĕç, çав шутра: Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи Сергеевсен тата Филипповсен çемйисем, Сиккассинче пурăнакан Мурзуковсем, Канаш хулинчи Тихоновсем, Осиповсем, Чайкинсем, Атаманенкосем, Суракинсем.
Çемье уявĕнче Канаш епархине ертсе пыракан Стефан Преосвященнейший, ача-пăча музыка шкулĕн директорĕ Лиана Андреева та тухса калаçрĕç, пурне те ла-йăх кăмăл, çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç.
Пуçтарăннисем илемлĕ концерт курса савăнчĕç, тем тĕрлĕ хитрелетнĕ ача кÿммисен парачĕпе киленчĕç.

