Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > 128 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ

128 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе пурнăçа кĕрекен «Сыв- лăх патне утăм» проект малалла пырать. Вăл медицина пулăшăвне тата та çывăхлатас, халăхăн сывлăхне çирĕплетес тĕллевлĕ. Çавна май Канаш муниципаллă округĕнче те «Сывлăх пункчĕсем» хăйсен ĕçне малалла тăсаççĕ.
Июлĕн 7-мĕшĕнче Энтриялĕнче Канаш тĕп район больницин мобильлĕ бригади медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Ун вăхăтĕнче 128 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Специалистсем чирсенчен асăрханас тĕллевпе мĕн тумаллине каласа ăнлантарнă, ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин хуравланă.
«Сывлăх патне утăм» проект чирсене маларах тупса палăртма, ялтан тухмасăрах медицина ĕçченĕсенчен пулăшу илме май парать. Пирĕншĕн çакă питĕ меллĕ», _ палăртнă ял çыннисем.
Эсир те проекта хутшăнма васкăр _ сывлăх патне пĕр утăм тăвăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *