Кăçал республикăра «Хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Акă, Çеçпĕл ялĕнче те культура тытăмĕнче тăрăшакансем тата музей ĕçченĕсем Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа савăнăçлă уяв йĕркеленĕ. Квест евĕр иртнĕ вăййа хутшăнакансем çемье хаклăхĕсене тупас тĕллевпе çулçÿреве тухнă.
Вăйăра тĕрлĕ заданисем пурнăçлама тивнĕ. Вĕсем унта хутшăнакансене çемье, юрату тата шанчăклăх мĕне пĕлтернине тарăннăн ăнланса илме пулăшнă. Командăсем пуçватмăшсене тĕпчесе, кăткăс ыйтусене пĕрле канашласа ăнăçлăн татса парса çемьери хутшăнусен çĕнĕ енĕсемпе паллашнă, çемьепе пĕрле ирттернĕ самантсене хаклама вĕреннĕ. Квест вĕçленсен пурте пĕрле пуçтарăнса «çемье» сăмах вĕсемшĕн мĕне пĕлтернине сÿтсе явнă, конкурса йĕркелекенсене ăшшăн тав тунă.
Палăртса хăвармалла: çакăн пек форматпа иртекен мероприятисем ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ. Вĕсене çитĕннисене те явăçтарни вара вăййа тата та интереслĕрех, хаваслăрах тăвать. Çемьепе пĕрле вăхăта ирттерни ачасемшĕн те, аслисемшĕн те нумайлăха асра юлать. Квеста хутшăнакансем малашне çакăн пек мероприятисем тата та иртессе шаннине пытарман.

