Четверг, 17 сентября, 2026
Главная > Публикации > Çур ĕмĕр пĕрле пурăнни — пысăк телей

Çур ĕмĕр пĕрле пурăнни — пысăк телей


Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăрсене чысласси йăлана кĕнĕ. Чарпуç территори уйрăмĕнче те çак кунсенче çемье пурнăçĕн юбилярĕсене ăшшăн саламланă.
Ольга Ильиничнăпа Иван Михайлович Афанасьевсем 55 çул пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатаççĕ. Римма Андреевнăпа Георгий Васильевич Артемьевсем, Елена Александровнăпа Владимир Прокопьевич Никитинсем, Галина Геннадьевнăпа Анатолий Харитонович Гордеев- сем кăçал «ылтăн туйне» уявланă.
«Сирĕн çемйĕрсенче яланах ăнланупа килĕшÿ хуçаланччăр, пур ĕçре те ăнса пытăр. Çирĕп сывлăх, лайăх кăмăл, телей сунатăп», _ тенĕ территори уйрăмĕн начальникĕ Борис Васильев мăшăрсене саламласа.
50 çул пĕр-пĕринпе пурнăç сукмакне такăрлатни _ пысăк телей, кашниех çакăн пек пултараймасть. Пурнăçра савăнăçĕсем те, хурлăхлă самантсем те нумай пулаççĕ, шанчăклă мăшăр юнашар чухне вара йывăрлăхсем хăратмаççĕ. Çемье пурнăçĕн юбилярĕсем шăпах юратупа шанчăклăхăн тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Малашне те вĕсен çемье ăшши иксĕлми пултăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *