Кăçалхи 5 уйăхра республикăра информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса 1575 преступлени тунă. Ултавçăсене шанса çынсем пурĕ пĕрле 446 миллион ытла тенкĕпе «сывпуллашнă». Республикăра пурăнакансем ытларах чухне «банк ĕçченĕ- сем» е «çыхăну операторĕсем» шăнкăравланипе, Интернетра тавар туянас е «савнипе» паллашас тесе, телефонсене е банк карттисене çухатса, валюта биржинче сутă туса, Интернет урлă укçа ĕçлесе илес тесе шар курнă.
Июнь уйăхĕнче те улталанакансем чылай пулнă. Акă, Шупашкара хăнана килнĕ Чукотка автономи округĕн çынни 1,5 миллион тенкĕсĕр тăрса юлнă. Пенсионерка укçана «хăрушлăхсăр» счет çине куçарса панă.
Хĕрарăма шăнкăравлакансем вăл унччен ĕçленĕ предприятире тĕрĕслев пулни, ун вăхăтĕнче вăл халĕ те унта ĕçленине çирĕплетекен суя документсем тупни çинчен пĕлтернĕ. Бюджетран ăна валли ĕç укçи уйăрнине кура тĕрĕслеве ФСБ ĕçченĕсем те хутшăннине каланă. Çавăн пекех палламан Украина çынни ун ячĕпе кредит илнĕ, ăна васкавлăн хупмасан хĕрарăма террористла организацисене спонсорла пулăшу кÿ- рекенсен шутне кĕртме пултараççĕ тесе хăратнă.
Сехĕрленсе ÿкнĕ пенсионерка пуçтарса пынă мĕн пур пек укçине телефонпа пĕлтернĕ «хăрушлăхсăр» счет çине куçарнă. Хыççăн ун ячĕпе татах такам кредит илни çинчен пĕлтерсен хĕрарăм мăшăрĕнчен укçа ыйтнă. Лешĕ вара арăмĕ ултавçăсен аллине лекнине ăнкарса илнĕ.
Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан тепĕр хĕрарăма шăнман пăр çине лартса яни палăрнă. Шăнкăравлакансем ăна унăн сим-карттипе усă курмалли килĕшĕвĕн срокĕ тухни, телефон номерне сыхласа хăварас тесен СМСпа килнĕ кода пĕлтермелли çинчен каланă. Хыççăнах тепĕр арçын шăнкăравласа вăл патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн ĕçченĕ пулнине, кода пĕлтернине пула халĕ ултавçăсем унăн харпăр кабинетне «çĕмĕрсе» кĕнине ĕнентернĕ. Унтан «ФСБ ĕçченĕ» тата «банк ĕçченĕ» те шăнкăравланă. Пурте пĕрле вĕсем хĕрарăма унăн пĕтĕм счечĕсем çинчи укçана илсе Хусана пĕр арçынна кайса пама ÿкĕте кĕртнĕ. Унсăрăн ăна терроризмла организацисене спонсорла пулăшу панă тесе айăплаççĕ имĕш. Хĕрарăм Хусана кайса килнĕ хыççăн çеç ултавçăсенчен шар курнине ăнланнă.
Куратпăр ĕнтĕ, ултавçăсем çăмăл укçа шыраса çĕнĕрен-çĕнĕ мелсем шутласа тупаççĕ, çĕршыври политика лару-тăрăвне кура террористла организацисене спонсорла пулăшу паракан тесе айăплассипе хăратаççĕ. Сехĕрленсе ÿкнĕ çынсем юлашки укçине кăларса параççĕ, нимсĕр-мĕн-сĕр юлаççĕ. Çавăнпа та палламан номерсем шăнкăравланă чухне телефона тытмасан аванрах пулмалла, телефон çине килекен кодсене никама та пĕлтермелле мар, Интернет урлă укçа ĕçлесе илме шантаракансенчен те айккине пăрăнмалла. Енчен те иккĕлентерекен калаçу пулсан çывăх çынсене çакăн çинчен пĕлтермелле, тен, вĕсем сире йăнăш утăм тăвасран сыхласа хăварĕç.

