Пирĕн округра Атнаш ялĕ çывăхĕнче хыт каяша сортировка тăвакан комплекс туни çинчен эпир маларах çырса пĕлтернĕччĕ. Июлĕн 3-мĕшĕнче вăл тинех хута кайнă. Комплексăн хăвачĕ çулталăкра 30 пин тонна хытă коммуналлă каяшпа танлашать.
Строительство ĕçĕсем валли пурĕ 458 миллиона яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен 276 миллион тенкине «Раççей экологи операторĕ» уйăрнă. Ĕçсене пурнăçлаканĕ _ «Экосфера-Ч» компани.
«Çак комплекс хытă коммуналлă каяшсене сор- тировка туса малалла усă курма пулакан пластике, кĕленчене, хута тата металсене уйăрма май парать», _ палăртнă РФ çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Денис Буцаев.
Маларах палăртнă тăрăх, çĕнĕ станцие Канаш, Тăвай тата Вăрмар муниципаллă округĕсенчен хыт каяша турттарĕç. Çавăн пекех юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсенчен çулталăкне 5 тонна таран хыт каяш йышăнма пултараççĕ.
Каласа хăвармалла: «Экосфера-Ч» Чăваш Енре пурĕ çакăн пек 3 комплекса тума килĕшÿ çырнă. Тепĕр иккĕшĕ _ Муркаш тата Патăрьел округĕсенче. Пурĕ пĕрле çак ĕçсем валли 1,18 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртнă.

