Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Аталану ыйтăвĕсене пăхса тухнă

Аталану ыйтăвĕсене пăхса тухнă

Шăхасанти ял библиотекинче Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕн тĕп врачĕпе тĕлпулу иртнĕ. Мероприятие тĕрлĕ обществăлла организацисемпе округри учрежденисен представителĕсем те хутшăннă. Унта республикăн юлашки 5 çулти социаллă тата экономикăлла аталанăвĕ çинчен калаçнă.

Канашри медицина центрĕн ертÿçи Рената Федорова регионăн аталанăвне тишкерсе доклад тунă, федераллă влаç органĕ- сем пулăшнипе тума май килнĕ çитĕнÿсемпе паллаштарнă, сывлăх сыхлавĕнчи улшăнусем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Рената Николаевна палăртнă тăрăх медицина пулăшăвĕ халăхшăн тата та çывăхланнă, çĕнĕ йышши диагностика центрĕсем нумайланнă, больницăсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Çакна вăл цифрăсемпе çирĕплетсе панă. Çавăн пекех юлашки çулсенче ялсен инфратытăмне аталантарасси, пурăнма хăтлă условисем туса парасси çине те пысăк  тимлĕх уйăрнă.

Республикăра ачаллă çемьесен пурнăçне лайăхлатас, ватăсемпе инвалидсене пулăшу кÿрес енĕпе социаллă программăсем пурнăçа кĕреççĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, вилеслĕх шайне чакарас тĕллевлĕ ĕçсем те пурнăçланаççĕ.

Итлекенсем Р.Федоровăна тĕплĕ докладшăн тав тунă, сывлăх сыхлавĕн тытăмне малалла лайăхлатма, медицина учрежденийĕсемпе вырăнти влаç органĕсем хушшинчи çыхăнăва тата та тухăçлăрах тума сĕнÿсем панă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *