Понедельник, 15 июня, 2026
Главная > Публикации > Аукционра – ăратлă выльăх

Аукционра – ăратлă выльăх

Утă уйăхĕн 18_19-мĕшĕсенче «Чебомилк» агропаркра ăратлă выльăхăн Пĕтĕм Раççейри II аукционĕ иртет. Унта мăйракаллă шултра выльăхăн геномлă селекцийĕ енĕпе малта пыракан технологисене тата сĕт-çу производствине мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртнине кăтартса параççĕ.

Аукционра кашни ăрат çинчен тĕплĕнрех пĕлме, продуктивлăха хакласа таса генетикăллă ăратлă выльăх туянма пулать.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх çак аукцион – регионти выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассинчи пĕлтерĕшлĕ утăм. Вăл чи лайăх опытпа паллашма, отраслĕн конкурентлăхне ÿстерме май парать. 

Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Сĕт вăхăчĕ» фестивальте ял хуçалăхне тата пултарулăха пĕрлештерекен савăнăçлă уяв пулĕ. Унта ачасем хушшинче «Супер- ĕне» ÿкерчĕксен  конкурсĕ иртĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *