Среда, 15 апреля, 2026
Главная > Публикации > Вырмана тухнă

Вырмана тухнă

Республикăра вырма пуçланнă. Тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсене хуçалăхсен 200 пин ытла гектар çинчен çапса илмелле. Вĕсене пухса кĕртме республикăри хирсене 700 ытла комбайн кăларма палăртнă, кашнине 320 гектар тивет. Ку Атăлçи округĕнче чи пĕчĕк кăтарту.

Ял хуçалăх министерствинчен палăртнă тăрăх техника паркне хуçалăхсем патшалăх пулăшăвĕ- пе усă курса çĕнетсех тăраççĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 208 трактор-комбайн тата ытти техника туяннă та ĕнтĕ. Çĕр ĕçченĕсене тĕрев парас ыйтăва Правительство тимлĕхрен вĕçертмест. Вĕсене тĕрлĕ йышши субсидисем парса хавхалантараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *