Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче округра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Ун вăхăтĕнче республикăн кăçалхи 1-мĕш çур çулти социаллă тата экономикăлла аталанăвне, бюджетне сÿтсе явнă. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçе кĕртнĕ çĕнĕ социаллă проектсем çинчен те калаçнă. Вĕсем регионти пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕллевлĕ.
Информкунра халăха та тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă, кашнин ыйтăвне тĕплĕн тишкерсе татса панă.

