Республикăра хыт каяша турттарса тухма килĕшÿ çырмасăрах ĕçлекен 1330 организацие тупса палăртнă. Çак юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсене «Ситиматик Чувашия» регионаллă операторăн специалисчĕсем пĕлтĕр тата кăçалхи 6 уйăхра ирттернĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче асăрханă.
Нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнче вырнаçнă пысăк мар суту-илÿ центрĕсем хыт каяша турттарса тухасси çинче перекетлеççĕ, ахаль çынсем валли лартнă контейнерсемпе усă кураççĕ. Çавăнпа та çак контейнерсем ытлашши тулса каяççĕ, çÿп-çапсем вĕсен айккинче те йăваланса выртаççĕ.
Специалистсем тупса палăртнă организацисене çакăн пек майпа ĕçлеме юраманни, вĕсен хыт каяша турттарса тухма килĕшÿ çырмалли çинчен асăрхаттарнă.

