Чăваш халăхĕн мĕн авалтан пыракан уявсемпе йăла-йĕркесем чылай. Вĕсенчен пĕри – çу варринче ирттерекен Питрав. Çамрăксем çак кун вăййа тухнă: карталанса юрăсем шăрантарнă, вăйăсем вылянă. Шăпах унта каччăсем хăйсене валли хĕр суйланă.
Питрав кунĕнче Юмансар ялĕнче пурăнакансем те «Хаваслă çу кунĕ-сем» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ уява пĕрле пуçтарăннă. Ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсем чă-ваш темиллĕ фотозона, вăрçă тематикиллĕ «Астăвăм стени» хатĕрленĕ. Вĕсем «Дубочек», «Илем», «Юманлăх» вокал ансамблĕсемпе, «Серпантинки» ташă ушкăнĕпе пĕрле илемлĕ те асра юлакан концерт программи хатĕрленĕ. Асăнса хăварар: уява Чăваш наци телекăларăмĕнче ĕçлекенсене те йыхравланă. Л.Кудряшова ертсе пынипе «Питрав валли така пусса, туртан пил ыйтни» йăла-йĕрке спектаклĕ кăтартнă. Малалла вара ватти те, вĕтти те вăйă картине тăнă. Питрава халăх йышлăн пуçтарăннă. Чăваш халăх тумĕсене тăхăннă ял çыннисем вăйă юррисене шăрантарса паян кун та авалхи чăвашсен йăлисем вĕсемшĕн çывăх пулнине кăтартса панă.
Уява хаклă хăнасем те пуçтарăннă: вăрçă ачисем, паллă композитор Александр Осипов, администраци пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова тата ыттисем те. Карăклă территори уйрăмĕн начальникĕ Е.Георгиева ялта купель тата çуллахи сцена тăвас ĕçе хастаррăн хутшăннă çынсене тав хучĕсемпе чысланă.
Ачасем уявра тĕрлĕ аттракционсем çинче ярăнса савăннă. Халăх промыслисен ярмăркки ал ĕç ăстисен пултарулăхĕпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ. Уява килнĕ ял çыннисем чăваш халăх апачĕпе – шÿрпепе те сăйланнă.
Çак кун уяв дискотеки те питĕ хаваслă иртнĕ. Чăваш эстрада артисчĕ- сем Светлана Иванова, Виталий Осипов тата Людмила Кудряшова халăха савăнăçлă кăмăл парнеленĕ.

