Кайри Ăнтавăш ялĕнче пурăнакансем пуçаруллă бюджетăн «Ниме – халăх бюджечĕ» программине хутшăнма шутланă.
Ялти хастарсем халăха пуçтарса плотина çинчи дамба патне каякан çула йĕркене кĕртессине сÿтсе явнă. Çакă ялти инфратытăма ла- йăхлатассинче пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ. Проект суммин 20 процентне çеç халăхран пуçтарма тивет, ытти укçа-тенке «Халăх бюджечĕ» программăпа уйăраççĕ. Ял çыннисем тĕлпулура хăйсен шухăшĕсне уçнă, сĕнÿсем панă.
Аса илтеретпĕр, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Халăх бюджечĕ» программăн майĕсене анлăлатнă. Çапла халĕ ăна валли укçа-тенкĕ ытларах уйăрĕç, ун тăрăх ĕçе кĕртме пулакан вырăнти проектсен списокĕ те анлăланнă.

