Вторник, 18 августа, 2026
Главная > Публикации > Саккуна пăсса пуясшăн пулнă

Саккуна пăсса пуясшăн пулнă

Шупашкарта пурăнакан 57-ри хĕрарăм саккуна пăсса укçа тăвас тенĕ. Мессенджерсенчен пĕринче вăл хăйĕн хваттерĕнче пропискăна тăратма килĕшни пирки хыпарланă.

Пĕр курман-илтмен çынсене, виçĕ хĕре тата виçĕ çамрăк арçынна Шупашкарти хваттерне пропискăна тăратнă.

Вĕсем ăна хăйсен паспорчĕсен сăн ÿкер- чĕкĕсене ярса панă, хĕрарăм патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă пропискăна тăратнă. Çакăн пек туса панишĕн Раççей хăнисем укçа тÿленĕ.

Халĕ хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *