ЧР Правительствин ларăвĕнче халăх сывлăхне кăтартакан отчетпа паллашнă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви панă даннăйсем тăрăх 2024 çулта пирĕн регионти вилеслĕх шайĕ Атăлçи федераллă округĕнчи вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулнă.
Пĕлтĕр диспансеризаци витĕр тухакансем нумайланнă. Çитĕннисенчен 527 пин ытла çын çак майпа сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Çакă 2023 çултинчен 24 процент нумайрах. Ачасем хушшинче те кăтартусем лайăх: чирлессин шайĕ чакнă, профилактика пĕчĕккисен 80 ытла процентне пырса тивнĕ. Çак енсемпе ĕçе тата та лайăхлатас тĕллев- пе республикăра «Сывлăх патне утăм» проекта хута янă. Округра унпа килĕшÿллĕн «Сывлăх пункчĕ» тĕрлĕ ялсене тухса çÿрет.
Çак кунсенче Юмансар ялĕнче пурăнакансем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Вĕсем юнри холестерин тата сахăр шайне палăртма анализ панă, ЭКГ тутарнă, юн пусăмне, кĕлетке йывăрăшĕпе çÿллĕшне виçнĕ. 24 хĕрарăм маммографи, 56 çын флюорографи тутарнă. Пурĕ çак кун 185 çын «Сывлăх пунктне» çитсе медицина процедурисем витĕр тухнă. Вĕсен сывлăхне терапевт, офтальмолог, дерматолог тата акушер-гинеколог тĕрĕсленĕ.
Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче мобильлĕ пункт Вăтапуç ялне çитнĕ. Унта 155 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Тепĕр кунне вара Пайкилт ялĕнче пурăнакансем те тухтăрсемпе тĕл пулнă, анализсем панă.
Аса илтеретпĕр: «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн çакăн пек пунктсем çăвĕпех ĕçлĕç. Вĕсенче кашниех сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарать.

