ЧР Вĕренÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Енре 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем ытларах техникумсемпе колледжсене малалла пĕлÿ илме каяççĕ. Çакă вăтам професси пĕлĕвĕ выпускниксемшĕн интереслĕ пулнине çирĕплетет. Хальхи вăхăт тĕлне вăтам професси учрежденийĕсене 16 пин ытла заявлени панă та ĕнтĕ.
Абитуриентсем чылай чухне Пĕрлехи цифрăллă патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Çакă документсене парассине тата вĕренÿ заведенине суйлассине çăмăллатать.
Нумай çамрăка илĕртекен техникумсен йышĕнче – МЦК-ЧЭМК, медицина колледжĕ тата педагогика колледжĕ. Специальноçсем çинчен калас пулсан вара абитуриентсенчен нумайăшĕ информаци технологийĕсене, электричество тата электромеханика оборудованийĕсемпе ĕçлессине, сварщик, медсестра тата кĕçĕн классен учителĕн профессийĕсене суйлать.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаевăпа Анатолий Аксаков тăрăшнипе «Профессионалитет» федераллă программăпа килĕшÿллĕн вĕренÿ мастерскойĕсене çĕнетсех пыраççĕ, регионăн экономикине аталантарма кирлĕ çĕнĕ кластерсем уçаççĕ.
Кам та кам мĕнле техникума каяссине халĕ те тат- са парайман пулсан, аса илтеретпĕр: документсене çурла уйăхĕн çурриччен йышăнаççĕ.

