Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене шкул форми туянма паракан укçан суммине 11 процент чухлĕ ÿстерме йышăннă. Халĕ вăл 14280 тенкĕпе танлашĕ.
Пĕлтĕр 4583 çын 8865 ача валли çак пулăшупа усă курнă. Пурĕ çак тĕллев валли 114 миллион тенкĕ кайнă. Кăçал çакна тума 128,6 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ.
Аса илтеретпĕр: ку пулăшупа усă курас тесен ачасен ашшĕн е амăшĕн Социаллă порталти харпăр хăй кабинечĕ урлă е нумай функциллĕ центра çитсе заявлени памалла.

