Шупашкарта пурăнакан 26 çулти арçын ултавçăсене пула укçасăр тăрса юлнă. Пăтăрмах пĕр хĕр налук инспекцийĕнчен тесе шăнкăравланинчен пуçланнă. Хайхи каччăна декларацие тĕрĕс мар çырнă, ăна тÿрлетме налук инспекцине пымалла, ун валли вара электрон черете тăмалла, черете тăма смс-кода пĕлтермелле тесе ĕнентернĕ.
Çакăн хыççăн каччă патне патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчен, Центробанкран текенсем шăнкăравлама пуçланă. Вĕсем ăна ун ячĕпе ултавçăсем кредит илме заявка панă тесе хăратнă, укçана хăрушсăр счет çине куçарма ÿкĕте кĕртнĕ.
Çамрăк арçын хăй пухса пынă 800 пин тенке тата кредитла илнĕ 1 миллион тенке ют çынсене куçарса панă.

