Вторник, 21 апреля, 2026
Главная > Публикации > «Хавал» ĕçе пикеннĕ

«Хавал» ĕçе пикеннĕ

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Хавал» çуллахи университетăн алăкĕсем уçăлнă. Аса илтерер, вăл чăваш чĕлхине тата халăх йăлисене упраса хăварас тата анлăн сарас текенсене пĕрлештерет.

Кăçал унта тĕрлĕ факультетра пĕлĕве тарăнлатма май пулать. Сăмахран, куçару, ИТ, театр, юрă-кĕвĕ, ÿнер факультечĕсем ĕçлеççĕ. Экспертсем вара тĕрлĕ лекцисем вулаççĕ, ăсталăх класĕсем ирттереççĕ, чăваш халăхĕн фольклорĕпе çывăхрах паллаштараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *