Шупашкарта сăра вĕретекен культурăна тата хăмла ĕрчетес ĕçе аталантарассине халалланă Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль тăваттăмĕш хут старт илнĕ.
Фестиваль – хăмла туса илекенсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сÿтсе явма, пĕрлехи тĕллев- сене пăхса тухма, пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕпе паллашма май парать. Мероприяти регион бренчĕсене анлăрах сарасси, ял хуçалăхне аталантарма инвестицисем явăçтарасси çине те витĕм кÿрет.
Вырăнти тата регионти сăра тăвакансем, çавăн пекех Белоруссирен килнĕ хăнасем хăйсен таварĕсемпе паллаштарнă. Вĕсен йышĕнче: «Букет Чувашии» ОАО, «БУЛГАРПИВО» ОАО, «Визит» АО, «Золотой хмель» ООО, «Пивоваренная компания НАШЕ ПИВО» ООО тата ыттисем те.
Хăнасем чи лайăх сăрасене тутанса пăхнă. Пĕтĕмпе фестиваль ĕçне 21 сăра завочĕ, 25 обществăлла апатлану предприятийĕ тата пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсен 7 предприятийĕ, çавăн пекех халăх промыслисен 6 представителĕ хутшăнаççĕ.
Утă уйăхĕн 17_18-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Раççей хăмли -2025» конференци иртет. Хăмлапа, салатпа тата хăмла ĕрчетес ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ, пуласлăх валли тĕллевсене палăртаççĕ.
Чăваш Ен хăмла туса илессипе Раççейри малта пыракан регионсенчен пĕри шутланать. Паян та республика хăмла лартса çитĕн- терессипе хастар ĕçлет, хальхи технологисене пăхăнса паха таварсем туса кăларма тăрăшать. Чăваш Республикин Правительстви хăмла ĕрчетес ĕçе аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйă- рать, отрасле пур енлĕн пулăшу парать. Регионта пулăшу памалли ятарлă мерăсем ĕçлеççĕ, çав шутра тăкаксене саплаштарма та пулать.
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программипе килĕшÿллĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе «Чăваш хăмли» çĕнĕ грант хута каять. Хăмла ĕрчетессине аталантарма грант пулăшăвĕ шайĕнче 2025 çултан пуçласа 2030 çулччен федераци бюджетĕн-
чен 1,8 млрд тенкĕ, бюджетран кĕмен çăлкуçсенчен 2,2 млрд тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Çак укçа-тенке конкурсра мала тухнă Раççей организацийĕсемпе уйрăм предпринимательсене парĕç. Çав вăхăтрах бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен килекен инвестицисем производствăпа хăмла тирпейлессине йĕркелеме, техникăпа оборудовани паркне çĕнетсе улăштарма кайĕç.
Хăмла лартса çитĕнтерес ĕçе вăйлатса 2030 çул тĕлне 2 пин тонна таран тавар туса кăларма тĕллев лартнă.

