Воскресенье, 17 мая, 2026
Главная > Публикации > Шупашкар уява хатĕрленет

Шупашкар уява хатĕрленет

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурла уйăхĕнче Шупашкар çуралнă кунне уявлĕ. Вăл çурлан 16_17-мĕшĕсенче иртĕ. Кăçал та тĕп мероприятисем Константин Иванов скверĕнче, Хĕрлĕ лапамра тата Юрă уйĕнче пулĕç.

Мускав çыранĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 60_70-мĕш çулĕсен ретроспективине йĕркелĕç. Çав вăхăтри юрă-кĕвĕ янăрĕ, çавăн пекех «Атăл çинчи джаз» фестиваль иртĕ. Юрă уйĕнче спортсменсем тупăшĕç, унта тĕрлĕ чемпионат пулĕ. Хĕрлĕ лапамра – «Шупашкар çемйи» фестиваль, Республика тÿремĕнче «Кадрта – хула» курав иртĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, «çăлтăрпа зарядка» та пулĕ. Каçхине вара Раççейри паллă эстрада юрăçи Шупашкар çыннисемпе хăнисене саламлĕ. Унăн ятне хальлĕхе пĕлтермен.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *