Çанталăк шăрăх тăнине кура çынсем пĕвесемпе юхан шывсем патнелле туртăнаççĕ, шывра чăмпăлтатса уçăлаççĕ. Анчах та çакă хăш чухне инкекпе вĕçленет. Иртнĕ эрнере çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин тата граждăнла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен специалисчĕсем Канаш муниципаллă округĕнчи шывсене тĕрĕсленĕ, канакансене хăйсене мĕнле тытмалли йĕркесем çинчен аса илтернĕ.
Чăваш Республикинчи 4.1 статья тăрăх 16 çула çитмен ачасен шыв объекчĕсем çывăхĕнче ашшĕ-амăшĕсĕр е çитĕннисемсĕр канма юрамасть. Çавăнпа та специалистсем ачаллă çемьесене уйрăм тимлĕх уйăрнă, шыва кĕнĕ чухне пĕчĕккисене сăнасах тăмаллине палăртнă. Шыв çывăхĕнче канакансене информаци буклечĕсемпе памяткăсем панă. Вĕсенче шыва кĕнĕ чухне кирлĕ сĕнÿсемпе тата васкавлă службăсен телефонĕсемпе паллашма пулать.
Шел пулин те, шыва кĕнĕ чухне йĕркене пăсакансем те пур. Кун пек туни вырăнсăр. Шывăн турачĕ çук, теççĕ халăхра. Асăрхануллă пулнине ним те çитмест.

