Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакансемшĕн савăнăçлă уяв пулса тăнă – çак кун яла пуçласа янăранпа 345 çул çитнине паллă тунă. Ирпе ирех Александр иерей Петрпа Павел Апостолсен ячĕпе чиркÿ кĕлли ирттернĕ. Ялти культура çурчĕн территорийĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ халăха илĕртнĕ. Кунта чăваш халăх апачĕ – шÿрпе пĕçерекенсем тата шашлăк ăшалакансем ир-ирех ĕçе пикеннĕ.
Уява пуçласа администраци пуçлăхĕн çумĕ Н.Белов, Кăшнаруй ял тăрăхĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А.Васильева ял çыннисене тата хăнасене Питрав- па тата ял 345 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă. Вĕсем ялти хастарсене грамотăсем тата тав хучĕсем парса чысланă, малашне те вырăнти хăтлăхшăн, тирпей-илемшĕн тăрăшса ĕçлеме суннă. Шăхаль культура çурчĕн культорганизаторĕ В.Васильева округра тата республика шайĕнче иртнĕ конкурссенче мала тухнисене дипломсем тата грамотăсем панă. Юбилярсем, нумай пурăнакансем, тин çуралнă пепкесем, çемье пурнăçĕн юбилярĕсем, çамрăк мăшăрсем те парнесене тивĕçнĕ.
Шăхаль культура çурчĕ çумĕнчи ачасен «Звездочка» ташă ушкăнĕ, «Çавал» фольклор ушкăнĕ тата Кăшнаруй территори уйрăмĕн «Хĕлхем» ансамблĕ юрри-ташшипе халăха савăк кăмăл парнеленĕ. Физкультура вĕрентекен Константинпа Дмитрий Никоновсем йĕркеленĕ спорт ăмăртăвĕсем те питĕ хаваслă иртнĕ, çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçнĕ. Пуçтарăннисем карталанса юрăсем шăрантарнă, такмак каласа, ташласа савăннă. Юлашкинчен пурте шÿрпепе сăйланнă. Уяв питĕ хаваслă та асра юлмалла иртнĕ. Ял çыннисемпе хăнасем ялăн юбилейĕнче кăмăл туличчен савăннă.

