Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Çар фестивалĕ иртет

Çар фестивалĕ иртет

Утă уйăхĕн 17_20-мĕшĕсенче Куславкка округĕнче çарпа истори клубĕсен тата шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри «На рубеже» фестивалĕ иртет.

Кăçал Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕ-левçин, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ пулнине кура мероприятин программине чылай анлăлатнă: çĕнĕ ăсталăх класĕсем, интерактивлă лапамсем, ретрокино кăтартассине кĕртнĕ. Анлăн иртекен фестивале Чăваш Енрен, Мордва тата Мари республикисенчен çарпа истори клубĕсем тата шырав ушкăнĕсем хутшăнаççĕ.

Мероприятин тĕп пайĕ – 1945 çулта иртнĕ Хĕвелтухăç_Прусси операцийĕн тĕп эпизодне реконструкцилени. Вăл пирĕн ентеш – Совет Союзĕн Геройĕ Александр Боголюбов ертсе пынипе совет салтакĕсем кăтартнă паттăрлăха сăнласа парĕ.

Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче фестивале пуçтарăннисене Куславкка округĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориала çитсе курма йыхравлаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *